Шупашкар районӗнчи темиҫе ялта кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене тума палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Вӑрманкас Тӑрӑнтине, хӑпартнипе паллашма Шупашкар районӗнчи тӗп больницӑн тӑп тухтӑрӗ Владимир Викторов нумаях пулмасть вырӑна ҫитсе килнӗ.
Унта хальхи вӑхӑтра ӗҫе пуҫӑннӑ, кӗҫех никӗс яма тытӑнӗҫ.
Кӑҫал Шупашкар районӗнче 4 ФАП тума палӑртса хунӑ. Ҫав шутра — Уйкасра, Хыркассинче, Ваҫликассинче.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри Пултарулӑх ҫуртӗнче (Совет ҫуртӗнчи 52-мӗш ҫурт)
куҫман пурлӑха регистрацилемешкён документсене вырӑна тухса йышӑнӗҫ.
Росреестрӑн управленийӗн тата Шупашкарти муниципалитет округӗн специалисчӗсем ҫынсене ирхи 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен йышӑнӗҫ.
Шупашкар районӗнче кадастр учӗтне илнӗ, анчах вӗсене Росреестрта патшалӑх регистрацийӗ витӗр кӑларман ҫӗр лаптӑксем, уйрӑм ҫуртсем, дачӑсем нумай.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем – 8 (83540) 2-40-82 (Павел Дочинец, Шупашкар муниципалитет округӗн ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ), 8 (83540) 2-55-00 (Галина Кушникова, Ишлейри территори пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ).
Паян ҫӗрле Шупашкар ҫывӑхӗнче самай пысӑк пушар алхаснине ҫынсем видео ӳкернӗ. Ӑна "Про Город" хаҫата ярса панӑ.
Пушар алхасни Шупашкартанах курӑннӑ. Хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, Шупашкар районӗнче, пулма пултарнӑ.
Хальлӗхе официаллӑ верси ҫук. Информаци пулсан хыпара хушӑпӑр.
Шупашкар районӗнчи Мӑналти культура ҫуртӗнче паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вырӑнти ял халӑхӗ концерта пуҫтарӑннӑ.
Культура учрежденийӗн сцени ҫине Шупашкар муниципалитет округӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те, чӑваш эстрадин артисчӗсем те тухӗҫ.
18 сехет те 30 минутра пуҫланакан концерта Хачӑкри «Ямпах» вокал ансамблӗ тата Етӗрнекассинчи ял клубӗнчи «Шурӑмпуҫ» ансамбль те хутшӑнӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Апашра хир сысни ӗрчетеҫҫӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, каярах ҫав районти администрацие ертсе пынӑ Анатолий Князев тата унӑн тусӗсем хир сыснисен фермине уҫнӑ. Анатолий Пантелеймонович, сӑмах май, Коми Республикинче ял хуҫалӑх министрӗ те пулнӑччӗ.
Асӑннӑ чӗрчунсене вӗсем сутса укҫа тӑвассишӗн самӑртмаҫҫӗ. Ҫурасем ӳссе вӑй илсен тискер чӗрчунсене ирӗке кӑларса яраҫҫӗ. Ҫапла вӗсем асӑннӑ чӗрчунсен шутне ҫутҫанталӑкра йышлантарас тӗллевпе тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑпа стационар территорине таксистсене кӗртменшӗн пӑшӑрханнине халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Тӗрӗсрех каласан, таксистсене кӗртеҫҫӗ-ха, ҫуран пулсан. Автомобильсене вара чараҫҫӗ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрлахи стационарта сипленет. Ирпе тата каҫпа ӑна капельница лартаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм-хуралҫӑ таксие шлагбаумран ирттермест иккен. «Мӗншӗн манӑн сивӗре урама тухмалла? Енчен эпӗ хама япӑх туятӑп пулсан...», — тенӗ арҫын.
Район больницин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн территорине ятарлӑ транспорта ҫеҫ кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Ҫитменнине халӗ тата терроризмпа ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнма тивет.
Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Федорова икӗ эрне шыраҫҫӗ. 59 ҫулти арҫын килтен нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ҫав кун мӗн тӑхӑнни, ӑҫталла кайни паллӑ мар.
Вячеслав Валентинович 175 сантиметр ҫӳллӗш, ырханскер. Куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫутӑ тӗслӗ.
Ҫак арҫын пирки мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Турикасси ялӗнче пӗр хуҫалӑхра пушар пулнӑ. Ӑна пула хуҫисем мунчасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ хуҫалӑх тӑррине, сарайне сиенлетнӗ.
Кил хуҫалӑхӗнче пушарта пилӗк чӑх, виҫӗ сурӑх тата пӗр качака вилнӗ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухни паллӑ мар, ӑна уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫак инкек мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине те шутлаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 144 пушар пулнӑ, вӗсенче 17 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын дачӑра хӑйӗн кӳршине вӗлернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӳрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ, пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи суда ярса панӑ.
Ҫуллахи ҫав кун 51 ҫулти тата 65 ҫулти икӗ арҫын, кӳршӗсем, Шупашкар районӗнчи сад юлташлӑхӗсенчен пӗринче эрех ӗҫнӗ. Унтан иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине тапса ҫапса пӗтернӗ. Ӑҫтан май килет, ҫавӑнтан.
Йывӑр суранланнӑ арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пушкӑртстанра пурӑнакансем чӑваш спектакльне кураҫҫӗ. Унти Суук-Чишма ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Ӗмӗт» чӑваш театрӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл
Владислав Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» пьеси тӑрӑх спектакль лартса унпа коллектив халӑх театрӗ ята хӳтӗленӗ.
Пьеса авторӗ, Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнакан Владислав Кириллов халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр режиссёрӗ — О. Андреева. Спектакльте салтака ӑсатнине «Шевле» чӑваш фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — С. Матвеева) кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |